Аляскӑра чӑваш ялавне ҫӗклерӗҫ

Америкӑра пурӑнакан ентешсем тӑванлӑх туйӑмне вӑйлатса чӑвашсене аякри ҫӗртен хӗрӳ салам яраҫҫӗ.

Фербенкс хулинчи Америкӑпа Совет салтакӗсен туслӑхне халалланӑ палӑк умӗнче чӑваш юрри янӑрать, чуна савӑнтарать. Ташши кӑмӑла уҫать.

Америкӑри чӑвашсен пӗтӗм тӗнчери ассоциацийӗн ертӳҫи Надежда Сандркина тата пӗрлӗшӳ хастарӗ Людмила Петрова  ҫак асамлӑ ҫулсемпе Аляска илемне курса ҫаврӑнма тахҫанах ӗмӗтленнӗ. Тӗнче шайӗнчи тӗрлӗ марафон ҫӗнтерӳҫисем Пӗрлешӳллӗ Штатсенче пурӑнаҫҫӗ. Материкӑн ҫурҫӗр енне вӗсем пӗр эрнелӗх ҫулҫӳревпе кайнӑ. Пӗрле чӑваш ялавне илнӗ.

Хастар чӑвашсем юрпа пӗркеннӗ шап-шурӑ тусен илемӗпе, ҫурҫӗр шевлипе тата Раҫҫейе аса илтерекен тӗрлӗ тӗслӗ йывӑҫсемпе киленсе савӑннӑ, ҫуна кӳлнӗ йытӑсемпе ярӑннӑ. Унти тарӑн мар шавлӑ юханшывсенче вара хӗрлӗ пулӑсем курӑнсах ишсе ҫӳреҫҫӗ. Ҫавӑн пекех Аляскӑри хӑш-пӗр ял-хулара пурӑнакансем халӗ те вырӑсла калаҫни тӗлӗнтернӗ вӗсене. Унтах чӑвашсем эскимоссемпе те тӗл пулнӑ. Курни-илтнипе чӗререн хӗпӗртесе Раҫҫей халӑхне тав сӑмахӗ калаҫҫӗ ентешсем.

 

Алексей Енейкин