Алли кирек епле ӗҫ патне те пырать

Тӑван ялӗнче ӑна Мунчала Петти теҫҫӗ. Ҫак хушма ят ялти ытти Петр Максимовсенчен уйӑрса илме пулӑшать.

Канаш районӗнчи Вӑрӑмпуҫри ӑста ял вӗҫӗнче пурӑнать пулин те, ун килне ҫитерекен сукмака такӑрлатсах тӑраҫҫӗ. Кӑмака, чӳрече хашакӗсем тӑвакан, ҫӑм арлакан, чӑлха-нуски ҫыхакан, сӑпка, карҫинкка ӑсталакан арҫын патӗнче пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ те пулса курчӗ.

 

Алиса Александрова, Вадим Владимиров