Акана тухма хатӗр

Пӗлтӗрхипе танлаштарсан кӑҫал хуҫалӑхсем хире самай каярах тухӗҫ. Ҫавна май акана кӗске вӑхӑтра ирттермелле.

Ял хуҫалӑх предприятийӗсем вӑрлӑх ҫителӗклӗ хатӗрленӗ. 90 ытла проценчӗ - кондициллӗ.  Минераллӑ удобрение те вӗсем пӗлтӗрхинчен 20 процент нумайрах янтӑланӑ.  Ҫунтармалли-сӗрмелли хатӗрсем те ҫителӗклӗ.


Алексей Енейкин.