Аэробика енӗпе республика чемпионӗсем паллӑ

Чӑваш Енри фитнес-аэробика ушкӑнӗсем Шупашкарти маунтинбайк центрне пухӑнчӗҫ. Унта ҫак спорт енӗпе республика чемпионачӗпе первенстви иртрӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсем регион чысне Атӑл тӑрӑхӗнчи тупӑшура хӳтӗлӗҫ.

Турнирта 50 ытла команда вӑй виҫрӗ.  Иртнӗ ҫул спортсменсемшӗн ҫӑмӑл пулман. Пандемишӗн чылай ӑмӑртӑва йӗркелемен, ҫапах та ҫамрӑксем ӑсталӑха туптама пӑрахман. Эрнере 3-4 хут тренировка ирттернӗ. Сӑмах май, ҫак тупӑшӑва вӗсем пӗлтӗр ҫуллах хатӗрленме пуҫланӑ. Чылай вӑхӑт тренировкӑсем инҫет мелӗпе пулнӑ. Ӑмӑртӑва Шупашкарсӑр пуҫне Етӗрне, Ҫӗмӗрле, Канаш, Ҫӗрпӳ, Сӗнтӗрвӑррипе Патӑрьел тӑрӑхӗсенчи ушкӑнсем хутшӑнчӗҫ.

 

Алена Артемкина, Семен Антонов