Ачсем хулара кӑна мар, ялта та вырӑсла калаҫса ӳсеҫҫӗ

Уяв умӗн чӑваш интеллигенцийӗ тӑван чӗлхе аталанӑвне сӳтсе яврӗ. 

Чӑвашсем вырӑсланса пыни никама та тӗлӗнтермест. Унччен хулана куҫнисем ачи-пӑчипе вырӑсла калаҫнӑ пулсан, халь ялсенче те ҫавӑн пекех. Ашшӗ-амӑшӗ ҫакӑ вӗсене малашлӑхра ҫӑмӑллӑх кӳрӗ тет. Ку лару-тӑрӑва улӑштармаллине палӑртрӗҫ тӗл пулура. Кӑҫал чӑваш ҫырулӑхне йӗркеленӗренпе 150 ҫул. Пирӗн ҫавӑн пекех пуян фольклор, литература, культура. Ҫакна упраса хӑварас, ӗмӗртен ӗмӗре парса пырас ӗҫе кашни чӑваш тӳпе хывмалла. Уйрамах тӑван культурӑна ҫамрӑксене явӑҫтармалли пирки калаҫрӗҫ тӗл пулура.

 

Алена Артемкина, Вадим Владимиров