Ачисемпе мӑнукӗсемшӗн савӑнса пурӑнать

Чӑваш Енре 9 пин ытла тыл ветеранӗ. Кашниех ҫак уйӑхра пӗр хут паракан 50 пин тенкӗлӗх пулӑшӑва тивӗҫӗ. Унсӑр пуҫне пурне те Аслӑ ҫӗнтерӗвӗн 75 ҫулне халалланӑ медальпе чыслаҫҫӗ. 

Елена Мироновна Шупашкар районӗнчи Толикассинче ҫуралнӑ. Кӗҫех ашшӗ-амӑшӗ ачисемпе Йӗпреҫ тӑрӑхӗнчи сӗм вӑрманта никӗсленнӗ Ҫӑкалӑх ялне куҫса кайнӑ. Ҫемье чӑпта ҫапнӑ ҫӗрте тата колхозра тӑрӑшнӑ. Ачасем те пӗчӗклех йывӑр ӗҫе хӑнӑхнӑ. Елена 15 ҫула ҫитсен вӑрҫӑ тухнӑ. Арҫынсене ҫара илсе кайсан, хӗр-упраҫ ҫутӑ ӗмӗтсем пирки манса йывӑр ӗҫе кӳлӗннӗ. 

 

Алексей Енейкин, Артур Галкин