Ачасен прависене хӳтӗлеме пулӑшӗҫ

Олег Николаев Шупашкарти "Эткер" центрта республикӑри ача прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй ҫумӗнче йӗркеленӗ канаш хастарӗсемпе тӗл пулчӗ. 

Ачасен Республика Пуҫлӑхӗнчен ыйтса пӗлмелли чылай пулчӗ. Улатӑр районӗнчен ҫитнӗ Мария Олег Николаев социаллӑ сетьсемпе гаджетсем пирки мӗн шутланине тӗпчерӗ. "Ырласах каймастӑп, вӑхӑта нумай йышӑнаҫҫӗ, ҫав хушӑрах вӗсемсӗр те кансӗр. Регион ертӳҫи пулнӑ май, манӑн интернет уҫлӑхӗнче халӑха влаҫ органӗсен ӗҫӗ пирки пӗлтерсе тӑмаллах», - терӗ Олег Алексеевич.  Шкул ачисене инҫет мелӗпе вӗренесси те кӑсӑклантарчӗ. Калаҫу пӗр сехете яхӑн пычӗ. Ҫак хушӑра ачасен канашӗ умӗнчи тӗллевсене те сӳтсе яврӗҫ пухӑннисем. 

 

Екатерина Фомина, Екатерина Храмкина, Игорь Ульянов