Ачасен чӑваш чӗлхине вӗренес туртӑм ҫуралтӑр тесен тӑтӑшах ҫӗнӗ меслетсем шырамалла

Иртнӗ ҫулталӑк вӗҫӗнче республикӑра чӑваш чӗлхине упраса аталантарса пымалли программа йышӑнчӗҫ. Ӑна ҫитес пилӗк ҫулта пурнӑҫа кӗртмелле. Ҫакна валли пурӗ 28 миллион тенке яхӑн уйӑрма палӑртнӑ. 

Программӑн тӗп тӗллевӗ - чӑваш чӗлхин сумне ӳстересси, унпа анлӑ усӑ курма майсем туса парасси.  Ҫак ӗҫре - вӗренӳ тытӑмӗн тӳпи пысӑк. Кун пирки Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырӑвӗнче те каланӑ. Шупашкарти "Чӗвӗл-чӗвӗл чӗкеҫсем" клуба ҫӳрекенсем килти чӗр чунсен ячӗсене чӑвашла вӗренеҫҫӗ. Кӗнеке вырӑнӗнче - теттесем. Ун пек ачасем сӑмахсене лайӑхрах ас туса юлаҫҫӗ, тимлӗхӗ те ҫухалмасть. Республикӑри ача-пӑчапа ҫамрӑксен библиотеки ҫакнашкал занятисене кашни эрнерех ирттерет.


 
Екатерина Фомина, Вадим Владимиров