Программӑн тӗп тӗллевӗ - чӑваш чӗлхин сумне ӳстересси, унпа анлӑ усӑ курма майсем туса парасси. Ҫак ӗҫре - вӗренӳ тытӑмӗн тӳпи пысӑк. Кун пирки Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырӑвӗнче те каланӑ. Шупашкарти "Чӗвӗл-чӗвӗл чӗкеҫсем" клуба ҫӳрекенсем килти чӗр чунсен ячӗсене чӑвашла вӗренеҫҫӗ. Кӗнеке вырӑнӗнче - теттесем. Ун пек ачасем сӑмахсене лайӑхрах ас туса юлаҫҫӗ, тимлӗхӗ те ҫухалмасть. Республикӑри ача-пӑчапа ҫамрӑксен библиотеки ҫакнашкал занятисене кашни эрнерех ирттерет.
Екатерина Фомина, Вадим Владимиров