Ачасем валли хатӗрлекен вӗренӳ кӗнеки паха та кӑсӑклӑ пулмалла 

Чӑваш патшалӑх вӗрентӳ институтӗнче хула шкулӗсем валли чӑваш чӗлхипе литература  кӗнекисем хатӗрлесе кӑларас тата вӗсене федераци реестрне кӗртес пирки канашлу ирттерчӗç.

Анлă пухăва  вӗрентӳ министрӗ Алла Салаева ертсе пычӗ. Вӗренӳ кӗнекисемпе пособисем кӑларасси, çакна тума мӗн чухлӗ укҫа кирли çинчен тӗп специалист-эксперт Ирина Степанова сӑмах пуҫларӗ. Чӑваш чӗлхин вӗренӳ кӗнекин ячӗ халӗ те федераци реестрĕнче ҫук иккен. Унччен ӑна официаллӑ рецензисӗрех пичетленӗ. Çакна тăвасси кӗнекене мӗнпур тиражӗпе кӑларнинчен темиҫе хут хаклӑрах. Чӑваш кӗнеке издательствин енчӗкӗ ун евӗр пысӑк ӗҫ тума ҫӳхерех пулнӑ, федераллă министерствӑра укҫа перекетлес пирки калаçаҫҫӗ. Ăнсăртран тенĕ пек сиксе тухнӑ пăтăрмах  вӗрентӳ министрне самаях пӑшӑрхантарчӗ.

 

Александр Осипов, Семён Антонов