Ачасем валли чӑвашла кино

"Чӑвашкино" студие хупнӑ май республикӑри кино прокачӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫ-пуҫа тытса пымашкӑн Ҫамрӑксен театрне явапланӑ. Халӑха фильмсем кӑтартнипе пӗрлех унта халӗ ӳкерӳ ӗҫне те пуҫӑнма хатӗрленеҫҫӗ. Театр ҫӗнӗ енпе тӑрӑшма пуҫланӑ та ӗнтӗ. 

Ачасем валли чӑвашла кино - "Самокат". Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗнче ӗҫлекенсем хӗрсе кайсах илемлӗ фильм ӳкереҫҫӗ. Тӗп геройсем — ачасем. Сцена ӑстисем театр ҫумӗнче "Ҫеҫпӗл" ятлӑ ача-пӑча театр шкулне йӗркеленӗ. Унта ҫӳрекен шӑпӑрлансем профессиллӗ артистсемпе пӗрле ҫак фильмра ӳкеренеҫҫӗ те. Сценари тӑрӑх, пӗтӗм ӗҫ-пуҫ 10 ҫулти арҫын ачапа унӑн самокачӗ тавра пулса иртет. Кино ӳкерекенсем хальлӗхе ҫӗнӗ картинӑн вӑрттӑнлӑхӗсене пӗтӗмпех уҫмаҫҫӗ. Фильм чӑн пурнӑҫри пекех пулса тухмаллине кӑна калаҫҫӗ.


Алексей Енейкин, Николай Семенов