Ачасем каннӑ вӑхӑтра аслисем пӗлу илчӗҫ

Чӑваш Енри вӗренӳ учрежденийӗсен директорӗсем, поварсем шкул апатланӑвӗпе ҫыхӑннӑ пысӑк семинарсене хутшӑнчӗҫ.  Ӑсталӑх сехечӗсемпе лекцисем каникул вӑхӑтӗнче иртрӗҫ.  

Шкул ачисене вӗри апатпа тивӗҫтерессинче мӗнле  ҫитменлӗхсем пур тата вӗсене пӗтерес тесен мӗн тумалла? Ҫакӑ тата ытти ыйтӑва пӗлӳ ҫурчӗсенче тӑрӑшакансем  Вӗренӳ министерствинче ӗҫлекенсемпе тата Роспотребнадзор специалисчӗсемпе пӗрле сӳтсе яврӗҫ. Каникул вӑхӑтӗнче семинарсем тӗп хулари 8 вӗренӳ учрежденийӗнче иртрӗҫ. Вӗсене республикӑри пӗлӳ ҫурчӗсенче тӑрӑшакан пин ытла ҫын  хутшӑнчӗ.

 

Елена Дмитриева, Михаил Солин