Ача-пӑчапа ҫамрӑксем валли  чăвашла çырнă чи лайӑх ал ҫырӑвӗсен авторӗсем паллӑ

Çакнашкал конкурс ҫулсеренех иртет.  Кăçалхи тупăшу 9-мӗш  пулчӗ. 

Парне фончӗ - 200 пин тенкӗ. Ӑна  виҫӗ ҫӗнтерӳҫӗ хушшинче пайлаҫҫӗ. Шкулчченхи тата кӗҫӗн ҫулсенчи ачасем валли ҫырнӑ чи лайӑх хайлав ята Юрий Сементерӗн "Параппанлӑ Митраппан" ал ҫырӑвӗ тивĕçнĕ. Ольга Куликован "Кушак" хайлавĕ вӑтам шкулти ачасем валли ҫырнӑ произведенисем хушшинче ҫӗнтернӗ. Владислав Николаев аслӑ ҫулти шкул ачисем валли ҫырнӑ  "Кӑшӑлвирус" кӗнеке ал ҫырӑвĕ пӗрремӗш вырӑн çĕнсе илнĕ. 

 

Диана Иванова