Ача ҫурчӗсене тата хавшак сывлӑхлӑ ачасене пӗлӳ паракан шкулсене 2 миллион тенкӗлӗх пулӑшнӑ

Ыркӑмӑллӑх акцине тӗп хула кунне тата Чӑваш автономине йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ. 

Пулӑшупа Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков пуҫарнипе Мускаври пӗр компани тивӗҫтернӗ. Парнесене республикӑри 7 вӗренӳпе сывлӑх учрежденине ҫитернӗ. Чире пула Слава Ильин сатике ҫӳреймен. Ывӑлӗ пӗлӳ илтӗр, аталанма пултартӑр тесе Вӑрмар районӗнче пурӑнакан ашшӗ-амӑшӗ республика тӗп хулине куҫса килнӗ. Халӗ Слава  3-мӗш класа кайма хатӗрленет, шкул программине аван ӗлкӗрсе пынипе пӗрлех,  пӗчӗккӗн утма хӑнӑхнӑ. Арҫын ача май ҫитнӗ таран пултарулӑхне аталантарать, пӗрле вӗренекенсемпе туслашнӑшӑн хӗпӗртет.


Ирина Николаева, Владимир Синдеев