94 ҫулти ветеран ҫемье ӑшшине туйса ачисемпе мӑнукӗсемшӗн савӑнать

Кӑҫал Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑранпа 80 ҫул ҫитет. Вӑл вӑхӑта ас тӑвакансен йышӗ чакса пынине шута илсе пирӗн телерадиокомпани ветерансен асаилӗвӗсене ҫырса хӑварас тӗллевпе пысӑк ӗҫ тӑвать. Ҫак кунсенче эпир Тӑвай районӗнчи Турикас Тушкилте пурӑнакан Екатерина Никитинапа тӗл пултӑмӑр. 

Екатерина Петровна  пин ҫурӑ ҫын пурӑнакан Тушкил ялӗнче иккӗмӗш ватӑ. Сумлӑ ҫулне пӑхмасӑр кашни кунах уҫӑ сывлӑшра сывлӑхне ҫирӗплетет кинеми. Кирлӗ пулсан, ҫамрӑксенчен юлмасӑр урам тӑрӑх пӗр ҫаврӑм чупса килме те пултарать. Сывлӑхне вӑл ачаранах ӗҫре туптанӑ. Вӑрҫӑ пуҫланнӑ кун Екатерина Петровнан асӗнче яланлӑхах юлнӑ. Усал хыпара ял-йыш радиопа илтнӗ.

 

Алексей Енейкин, Артур Галкин