85-мӗш хут "Советская Чувашия" хаҫат йӗркелекен эстафета ҫӗнтерӳҫисене палӑртрӗҫ

Шупашкарти «Олимп» стадионӗнче шӑматкун 3-мӗш космонавта халалласа "Советская Чувашия" хаҫат парнисене ҫӗнсе илессишӗн йӑлана кӗнӗ эстафета иртрӗ. Тупӑшӑва 800 ытла ҫын хутшӑнчӗ.

Республикӑри чи аслӑ та сумлӑ тупӑшусенчен пӗрне кӑҫалхипе 85-мӗш хут йӗркелерӗҫ. Эстафетӑна хутшӑнас текенсен шучӗ  ҫулсерен ӳссе кӑна пырать. Вӑл яланхи пекех тӗрлӗ ӳсӗмри спортсменсене, сывӑ пурнӑҫ йӗркине кӑмӑллакансене пӗрлештерчӗ. Ку уяв ҫавӑн пекех "Пресса спорчӗн фестивалӗ" ячӗпе иртет. Малтанах старта влаҫ тытӑмӗнче ӗҫлекенсем, тӗрлӗ предприятипе организаци ертӳҫисем, спорт ветеранӗсем тухрӗҫ.

Ҫавӑн пекех Чӑваш Енри хӗрарӑмсен пӗрлешӗвӗн тата ашшӗсен канашӗн хастарӗсем тӗслӗх кӑтартрӗҫ. Пурте пӗрле патриотла флешмоба хутшӑнчӗҫ. Массӑллӑ  информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсем те яланхи пекех хастар. Пирӗн телерадиокомпани чысне Алексей Енейкин, Вероника Павлова, Эльвира Иванова корреспондентсем тата Артем Прокопьев монтажер хӳтӗлерӗҫ. Хӗрӳ тупӑшура вӗсем 3-мӗш вырӑна тивӗҫрӗҫ.

Спорт уявне хутшӑннисем пурӗ 11 ушкӑна пайланса тупӑшрӗҫ. Вӑл шутра вӗренӳ учрежденисен командисем тата ҫемье ушкӑнӗсем вӑй виҫрӗҫ.

Массӑллӑ информаци хатӗрӗсен ушкӑнӗнче ҫӗнтерӳҫӗ Кубокне Наци телерадиокомпанийӗн команди тивӗҫрӗ, 2-мӗш вырӑнта - "Советская Чувашия" хаҫат редакцийӗ. Тӗп тупӑшура Чӑваш патшалӑх университечӗн команди пӗрремӗш вырӑна тухрӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене дипломсемпе хаклӑ парнесем парса чысларӗҫ.


Диана Иванова, Михаил Солин