6 пин тӑваткал метр савӑнӑҫ

Хӗлле Шупашкарта йӗлтӗрпе ярӑнмалли 14 ҫул тата 15 катокпа 25 хоккей коробки пулӗ. Хӑш-пӗр кану паркӗнче конькипе ярӑнма пуҫланӑ та. 

Шупашкарти чи пысӑк каток кӑҫал та "Амазони" паркӗнче пулать. Унӑн лаптӑкӗ 6 пин тӑваткал метр. Иртнӗ кунсенче ҫӗр 4-5 см таран шӑннипе усӑ курса кунта шыв сапса пӑр тума пуҫланӑ. Катока раштав уйӑхӗ тӗлне туса пӗтерме тӗллев лартнӑ. Анчах та хальлӗхе ҫанталӑк ӑшӑ тӑни ӗҫсене кӑштах чӑрмав кӳнине калаҫҫӗ кунта тӑрӑшакансем. Ҫанталӑк парсан, каток халӑха ҫитес эрнере йышӑнма пуҫлӗ. 

 

Алексей Енейкин, Михаил Солин