3 пине яхӑн ҫухрӑм парӑнтарнӑ

Ультрамарафон чупакан чӑваш каччи Тюмень тӑрӑхне ҫитнӗ.

Питӗртен - Владивостока. Чӑваш каччи  Максим Егоров ҫур ҫулта 10 пин ҫухрӑм парӑнтарма ӗмӗтленет. Ультрамарафон чупакан пирки эпир хамӑрӑн кӑларӑмра  каласа кӑтартнӑччӗ.  Максим Элӗк районӗнче ҫуралса ӳснӗ. Мӗн пӗчӗкренех спортпа туслӑ. Пӗрре мар тӗрлӗ ӑмӑртура мала тухнӑ.  29-ти каччӑ пурнӑҫра асра юлмалли пысӑк ӗҫ тума шутланӑ. Ҫавӑнпах ҫӗршыв тӑрӑх чупса тухма тӗллев лартнӑ. Марафона Питӗртен пуҫланӑ.  

 

Елена Дмитриева, Николай Семенов