100 документ пӗр кӗнекере

Истори архивӗнче Чӑваш автономи облаҫӗн юбилейне халалланӑ издание пахаларӗҫ.

Паха кӗнекене хатӗрлеме ҫӗршыв тата республика архивӗсенчи, наука учрежденийӗсенчи документсемпе усӑ курнӑ. Темиҫе миллион ытла документран чи пӗлтерӗшлисене суйласа илме ҫӑмӑл пулман.  Издание тулли те курӑмлӑ тума тӑрӑшнӑ. Сӑмах май, Чӑваш автономине йӗркелеме йышӑнни пирки калакан декрет Мускаври архивра упранать. Иван Яковлев Чӑваш халӑхӗ валли ҫырнӑ халал та Мускаври библиотекӑра. Ӑна та кӗнекере курма пулать. Издание картинӑсемпе, сӑн ӳкерчӗксемпе пуянлатнӑ. Чӑвашсем мӗнле ҫуртсенче тата ӑҫта пурӑннӑ, уявсене епле ирттернӗ, хӑҫан  тӗне кӗме пуҫланӑ - пӗтӗмпех пӗлме пулать. 

 

Алена Артемкина, Игорь Ульянов