Пирĕн литературăра чăвашла аван пĕлсе вырăсла куçаракансем нумай мар. Шутлă тăлмачăсен йышĕнче чи сумлисенчен пĕри – Зоя Романова. Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Патшалăх премийĕн лауреачĕ 75 çул тултарнă май, наци библиотекинче унăн „Не переводом единым“ тата „Прошу слова“ кĕнекисен хăтлавĕ иртрĕ.
Марина Карягина, Илья Петров
Зоя Романова куçаруçă вырăс йăхĕнчен. Шăмăршă районĕнчи Патирекре, темиçе халăх çынни пĕр-пĕрин чĕлхипе калаçса пурăнакан ялта, çуралса ÿсме пÿрни ăна сăмах ăсти пулса тăма май панă.
Пичетре Зоя Романова ячĕ 1965-мĕш çулта палăрма тытăннă. Тăлмачă ĕçне кÿлĕнесси вара Мускав çыравçи Герасим Харлампьевăн ача-пăча кĕнекине мĕнле куçарни тивĕçтерменрен пуçланнă. Ун хыççăн вăл Трубина Марфин, Илпек Микулайĕн, Хветĕр Уярăн, ытти нумай чăваш прозаикĕн хайлавĕсене вырăсла куçарса урăх халăх вулаканĕ патне çитернĕ. Тĕнчипе паллă Николай Любимова Зоя Васильевна чи пысăк вĕрентекенĕ вырăнне хурать.
Республикăри профессионал писательсен пĕрлĕхĕ тăратнипе Хветĕр Уярăн романĕсене вырăсла куçарнăшăн Зоя Романова пĕлтĕр патшалăх премине тивĕçнĕ. Ун хыççăн „Не переводом единым“ кĕнеки кун çути курнă. Авторăн хăшпĕр хĕрÿ статйисем темле сăлтавпа унта кĕрейменрен, вĕсене „Прошу слова“ ятлă тепĕр кĕнекере пичетлеме тивнĕ.
Пухăннисем Зоя Романова малашне чăваш литературин ылтăн çÿпçине çĕнĕ куçарусемпе пуянлатасса шаннине палăртрĕç. Хăй калав-повĕç çырма пуçласан та аванччĕ, терĕç.