Пуян материал культура тытăмĕнче ĕçлекенсене çеç мар, ахаль çынсене те кăсăклă пулĕ. Александр Осипов каласа кăтартать.
Александр Осипов, Семён Антонов
Музыкăна кăмăллакансем Наци библиотекинче яланах пĕрле пухăнса кăсăклă калаçусем, концертсемпе тĕлпулусем ирттернĕ. Юлашки çулсенче Светлана Макарова музыка тĕпчевçи пуçарнипе кунта «Мерчен» клуб йĕркеленĕ. Унăн тĕп ĕçĕ Чăваш Енри музыка искусствипе паллаштарсси. Çавăнпа та Филипп Лукин пултарулăхĕпе çыхăннă компакт-диска пахаламашкăн, кăнтăрлахи ĕç вăхăтĕнче те çын йышлăн пухăнчĕ. Тĕл пулăва композитор çуралнăранпа 105 çул çитнине те халалларĕç. Пухăннисене Лукинăн Мускавра пурăнакан мăнукĕ интернетпа саламларĕ. Тухса калаçакансем композитор пурнăçне аса илчĕç. Филипп Миронович чăваш музыкине Мускав консерваторинче вĕреннĕ чух та, кайран тăван Шупашкара таврăнсан та чи малти вырăна хунă, хамăр культурăна аталантарас тесе юрă-кĕвĕ çырса нумай ĕçленĕ, çамрăксене вĕрентнĕ.
Уяв концертне курма кăсăклă пулчĕ. Пĕччен юрлакансемпе пĕрле тĕрлĕ инструмент калакансем те пулчĕç. Çавăн пекех Александра Васильева ертсе пыракан Шупашкар хулин «Классика» тата Лукин ячĕпе хисепленекен 5-мĕш номерлĕ музыка шкулĕн хорĕсем программăна пуянлатрĕç. Пурте юратнă автор юррисене шăрантарчĕç. Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер унпа пĕрле сахал мар хайлав çырнă. Пухăннисене пур те пĕлекен «Уçланкăри палан» юрă мĕнле çурални çинчен каласа кăтартрĕ. Лукин вăйĕ тем тума та çитнĕ - юрă-кĕвĕ çырнисĕр пуçне вăл Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамбльне ертсе пынă. Унпа пĕрле 1943-мĕш çулта çĕршывăмăра хӳтĕлекенсем валли фронтра концертсем кăтартса çÿренĕ. Мĕн виличченех музыка училищинче çамрăксене вĕрентнĕ, кунсăр пуçне 30 çула яхăн республикăмăрти композиторсен Союзне ертсе пынă.
Чăваш Республикин композиторсен союзĕн ертӳçи Николай Казаков Филипп Лукин кĕввисем вăрçă хыççăнхи çулсен самана символĕсем пулса тăнине палăртрĕ. «Эпир, хальхи чăваш композиторĕсем, ăна чунтан тав туса аса илетпĕр. Пирĕн пултарулăх çулĕ çине кăлармашкăн вăл пĕр вĕçĕмсĕр тăрăшнă», - терĕ.