Муркашри чăх-чĕп фабрикине уçнăранпа 50 çул çитрĕ

Вăл Чăваш Енре кăна мар, Атăл тăрăхĕнче те чи пысăк предприятисенчен пĕри. Уяв ячĕпе фабрика коллективне республика правительствин председателĕ Иван Моторин саламларĕ.

Надежда Александрова, Мария Никифорова, Семен Антонов

Муркаш районĕнчи чăх-чĕп фабрики çăмарта туса илес енĕпе ĕçлет. Продукци калăпăшĕ çулсерен ӳссе пырать. Енчен те 2 çул каялла кунта 90 миллион çăмарта туса илнĕ пулсан, кăçал - 2 хут нумайрах. Фабрикăра 18 цех, пурте тулли вăйпа ĕçлеççĕ.

Комбикорм тăвакан цех кунсерен чăхсем валли 60 тонна ытла апат хатĕрлет. Кашни ӳсĕмри кайăк-кĕшĕк валли - расна рецепт. Çак машина хăшне мĕн чухлĕ тата мĕнле пĕрчĕсем кирлине лайăх пĕлет.

Ку вара - предприяти чĕри. 70 пин вырăнлă цехра чăхсем санаторири пек пурăнаççĕ,-шӳтлеççĕ фабрикăра ĕçлекенсем. Кунта пĕр пек температура тăрать. Предприяти Голландире кăларнă ăратлă чăхсемпе ĕçлет-Хайсек Шурри тата Декалб Шурри. Вĕсем чăтăмлă, çăмарта нумайрах тăваççĕ.

Çак фабрика республикăшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ предприяти пулнине Чăваш Енĕн Министрсен Кабинечĕн председателĕ Иван Моторин та палăртрĕ. Кунта туса илнĕ продукцин çурри республикăра юлать, ыттине тĕрлĕ çĕре ăсатаççĕ. Хамăр çĕршыва кăна мар, чикĕ леш енне те. Муркаш çăмартине Чулхулари, Мускаври, Дагестанри, Крымри лавккасенче сутаççĕ. Çавăн пекех Казахстанра, Белоруссире туянма пулать ăна. Çавăнпа та производство калăпăшне ӳстерме вăхăт çитнĕ, теççĕ кунта. Çывăх вăхăтрах хушма цехсем тума палăртнă, ку ĕçе вĕçлесен, чăхсен шутне миллиона çитересшĕн.