„Утрав çинчи пекех пурăнатпăр“, - теççĕ Муркаш районĕнчи Мулкачкассинчи пĕр урам çыннисем. Ял халăхĕ йĕркеллĕ çул çуккипе нушаланать.
Алексей Енейкин, Игорь Ульянов, Никита Углев
Мулкачкассинчи Уралекки урамĕнче пурăнакансен чăтăмлăх пĕтнĕ. Хăйсене пулăшма ыйтса пуçлăхсем патне пĕрре мар çырнăскерсем пирĕн пултарулăх ушкăнне чĕнсе илчĕç. „Эпир мĕнле пурăннине ыттисем те курччăр“, - теççĕ вĕсем. Ку çулпа йĕпе-сапара кăна мар, типĕ çанталăкра та çӳреме нуша. „Машинпа кĕрсе тухма май та çук“, - каласа парать Уралекки урамĕнче пурăнакан Алексей Смелов.
Тепĕр 2-3 çул çакăн пек пулсан кунта çырма пулса каясран хăраççĕ мулкачкассисем. Уралекки урамĕнче 49 хуçалăх, унăн тăршшĕ - çухрăм çурă. Кунта сатике тата шкула çӳрекен ача нумай. 6 ачаллă çамрăк çемье те пур. Йĕркеллĕ çул çуккине пула мулкачкассисем пĕрре мар шар курнă. Нумай пулмасть пушар машини урама кĕрейменнипе 2 çурт тĕппипех çунса кĕлленнĕ. Пĕр ватă çын вара васкавлă пулăшу машинине кĕтсе илеймесĕр инсульт пулнипе вилсе кайнă.
Лару-тăрăва уçăмлатас тесе эпир мулкачкассисем такăрлатнă сукмакпах Оринин ял тăрăхĕн администрацине çул тытрăмăр. Вырăнти пуçлăх Станислав Бардасов пире хăй те Мулкачкассинчи Уралекки урамĕнче çуралса ӳснине пĕлтерчĕ. Кунти 14 яла ертсе пыма ăна пĕлтĕр кăна шанса панă. Тăван ял урамĕнче çул сарма вăл хăй те тахçантанпах ĕмĕтленет иккен. „Проекчĕ пур, халĕ ытти кирлĕ документсене хатĕрлеме тытăннă“, - терĕ Станислав Бардасов. Хальлĕхе вара Уралекки урамĕнче пурăнакансен ĕç-пуç вырăнтан тапраниччен чăтмалли çеç юлать. Ял администрацийĕнче каланă тăрăх, çул сарса парасса сахалтан та тепĕр 2-3 çул кĕтме тивĕ.