Театрта уяв кӑмӑлӗ хуҫаланать: Хӗл Мучипе Юрпике резиденцийӗ кунта вырнаҫни никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар ӗнтӗ. Парне пама юратакан асамҫӑсем сӑвӑ калама е юрӑ юрлама ӑста ачасене пӗрерӗн йышӑнса кучченеҫ тыттараҫҫӗ, ӑшӑ сӑмахсем калаҫҫӗ, тӑрӑшса вӗренме, аслисене итлеме сӗнеҫҫӗ. Пӗчӗккисен чун-чӗрине хумхантаракан ҫак савӑнӑҫлӑ самант хыҫҫӑн юмах пуҫланать. "Дюймовочка" - театр Ҫӗнӗ ҫул умӗн ачасем валли хатӗрленӗ тепӗр асамлӑ парне. Ӑна Андрей Красноусов Мускав режиссёрӗ лартнӑ. Ырӑ та ҫутӑ ӗмӗтлӗ юрату историне ашшӗ-амӑшӗ те хапӑлласа йышӗнчӗ. Тӗп сӑнара Кристина Ивановӑпа Оксана Кашаева ҫамрӑк артистсем улшӑнса выляҫҫӗ.
Патша ывӑлне сӑнарлакан Александр Васильев та Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ҫулталӑк кӑна ӗҫлет-ха. Юрлас пултарулӑхӗ пысӑкки ӑна музыкӑллӑ юмахра ӑнӑҫлӑ выляма май парать.
Асамлӑ юмахӑн сюжечӗ хивре: Патша ывӑлӗ хӑйӗн ӗмӗтӗнчи пикене тӗл пуличчен вӗсен чылай йывӑрлӑх витӗр тухма тивет. Чи пысӑк тӑшман - Премьер-Министр, вӑл трон ҫине хӑй ларасшӑн.
Ҫак сӑнара та икӗ артист ылмашӑнса вылять: Евгений Урдюковпа Василий Иванов. Чеелӗхпе ултав кансӗрлесен те, юрату ҫӗнтерессе таса чунпа шаннӑран тӗрӗслӗх ҫиеле тухатех.
Юмаха кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшченех кайса курма пулать. Вӑл куллен икшер хут сцена ҫине тухать.
Марина Карягина, Святослав Петров