Виктория Пушкӑртстанран Чӑваш Ене Етерне тӑрӑхӗнче паллӑ Ивановсен ҫемйине качча килнӗ. Федор Павлов ячӗллӗ музыка училищинчен вӗренсе тухнӑскер, юрра-ташша ӑста. Ҫав вӑхӑтрах кинӗ хуҫалӑхра та вӑр-вар пулнине асӑрханӑ хунямӑшӗ. Вӗтӗ шӑрҫапа ӗҫлесси ҫав тери кӑсӑклантарса янӑ Викӑна. Пӗлменни ӑна хӑратман. Вӗрентекен те пулман. Ал айӗнчи кӗнекесем тата интернетри видео-уроксем ӑна пулӑшнӑ. Етӗрне тӑрӑхӗнчи йӑла-йӗркене, тӗссемпе хурӑмсене, эрешсене пӑхӑнса тӑрӑшать Виктория. Ӑна хӑйне те интернетра нумайӑшӗ паллаҫҫӗ, ҫыхӑнусем йӗркелеҫҫӗ. Нумаях пулмасть ҫурҫӗрте пурӑнакан чӑвашсем тухьясемпе кӑсӑкланса ҫырса янӑ. Виктория хӑйӗн ӗҫӗсемпе тӑтӑшах тӗрлӗ курава хутшӑнать. Ҫывӑх вӑхӑтра вара уйрӑм курав йӗркелес ӗмӗтпе пурӑнать.
Надежда Александрова, Димитрий Макаров