Юрӑ-кӗвӗ — хире-хирӗҫ

Интернет уҫлӑхӗнче грузинсен "Браво Метехи" ушкӑнӗ «Вӗҫ, вӗҫ, куккук» юрӑ чӑннипех шедевр пулнине туйса тӗнчене тӗлӗнтерет. Юрланипе кӑна мар, ӑсталӑхӗпе те. Тусӗсене хирӗҫ пирӗннисем те - "АртИкль" ушкӑнри юрӑҫсем грузинла шӑрантарнӑ. Вӗсем хатӗрленӗ видеона кашни кун пиншер ҫын пӑхать.

Андриян Николаев космонавтӑн юратнӑ "Вӗҫ-вӗҫ куккукӗ" тӗнче тӑрӑх янраса ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ итлекен-куракансене пухать, халӗ ӑна темиҫе пин ҫын хаклама ӗлкӗрнӗ. "Браво Метехи" ушкӑн тӗрлӗ халӑх юррисене ҫӗнетсе хӑйне май юрлать те видеона интернетра вырнаҫтарать. Кун хыҫҫӑн грузисене алаверды йӑлипе тав туса "Мимино" фильмри Канчели композиторӑн "Пӗчӗк кайӑкне" пирӗн "Артикль" ушкӑн шӑрантарнӑ. Чӑваш юрӑҫисем паллӑ фильмри савӑнӑҫлӑрах юрӑна суйлас тенӗ. 

 


 Наталия Егорова, Александр Осипов, Владимир Синдеев