Ӳнер музейӗ хӑнасене савӑнӑҫлӑ юрӑ-ташӑпа тарават кӗтсе илчӗ. Владимир Разинӑн пултарулӑхӗ куракана ырӑ туйӑмсемпе хавхалантарнипе пӗрлех тарӑн шухӑша ярать. Ҫакӑ, паллах, тӑван халӑхӑн аваллӑхӗпе, унӑн ӗмӗрхи йӑлипе ҫыхӑннӑ.
Ҫак ыйтусем куравӑн тӗп шухӑшне палӑртаҫҫӗ те. Владимир Разин профессиллӗ ӳнер ӗҫӗнче 50 ҫул ытла тӑрӑшнӑ май истори темине тӗпчесе те сахал мар картинӑсем ҫырнӑ, кӗнекесем кӑларнӑ. Вӗсем тӑрӑх эпир паян хамӑрӑн пин-пин ҫулхи несӗлсен кун-ҫулӗпе те паллашма пултаратпӑр.
Владимир Разин Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ. Хӑйӗн историллӗ ӗҫӗсенче халӑхӑн авалхи йӑли-йӗркипе пӗрлех тӗн культурине тӗпчес ӗҫе те сахал мар тимлӗх уйӑрать. Варнава митрополитпа тачӑ ҫыхӑнура пулса турӑшсем те чылай ҫырнӑ вӑл. Православи урлӑ несӗлсен авалхи сартӑш тӗнне тӗпченӗ.
Курава уҫма пухӑннӑ хӑнасем те кураканшӑн ытларах аваллӑх теми кӑсӑклӑ пулнине палӑртрӗҫ. Тӑван халӑхӑн пуян историне ҫапла уҫӑмлатни чӑвашсене мӑнаҫлӑх туйӑмӗ панине каларӗҫ.
Несӗлсен хӑвачӗпе вӑйланса ӗҫлекен пултаруллӑ ӳнерҫӗ курав хӑтлавӗнче чылай ырӑ сӑмаха тивӗҫрӗ. "Сувар" пӗрлешӗвӗн ваттисен канашӗн ертӳҫи Иван Казанков вара Владимир Ильича Константин Иванов ячӗллӗ преми парса чысларӗ.
Курава ҫӗре яхӑн картина тӑратнӑ. Кунта портретсемпе натюрмортсем, ҫӗршывӑн тӗрлӗ тӑрӑхне сӑнлакан пейзаж чылай. Ӳнерҫӗн тӑван Тӑвай тӑрӑхӗпе ҫывӑх ҫыннисене сӑнланӑ ӗҫсем те уйрӑм вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Чи пахи - кашни ӳкерчӗкрех ӑстан пултаруллӑ алли, унӑн шухӑш-кӑмӑлӗ вуланать.
Алексей Енейкин








