Йӗпреҫре наци проекчӗпе тӗпрен улӑштарнӑ библиотека уҫӑлчӗ 

Ку вӑл пӗлтӗртенпе ҫак программӑпа ҫӗнелсе улшӑннӑ 6-мӗш библиотека пулчӗ. 

2020-мӗш ҫулта районти тӗп вулавӑш тӗслӗхлӗ библиотека йӗркелеме май паракан конкурс тӗрӗслевӗ витӗр тухнӑ. Ӑна тӗпрен ҫӗнетсе палӑртнӑ шая ҫитерме ҫӗршыв хыснинчен 10 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Паллах, кун пек пысӑк ӗҫе пуҫӑннӑ чухне кашни утӑма тӗплӗн шутласа, тӗрлӗ енлӗн хакласа тумалла. Фонд 10 пин ытла ҫӗнӗ кӗнекепе пуянланнӑ хыҫҫӑн 54 пине яхӑн экземпляра ҫитнӗ. Библиотекӑшӑн пичет кӑларӑмӗсем кирек хӑш саманара та малти вырӑнта пулӗҫ. Паянхи пурнӑҫра техника пӗлтерӗшӗ те калама ҫук пысӑк. Ҫӗнелнӗ учреждение компьютерсем, ноутбук, мультимеди проекторӗсем, принтерсем кӳрсе килнӗ. Ҫамрӑксене пӗрле пухӑнса вӑхӑта усӑллӑ ирттермелли кӗтес пур, "Робототехника" кружок ӗҫлет. Таврапӗлӳ, ҫемье вулавӗн пӳлӗмӗсене те йӗркеленӗ. Вулавӑшра Йӗпреҫ тӑрӑхӗн ҫут ҫанталӑк уйрӑмлӑхӗсене тӗпе хуни те ачасемшӗн кӑсӑклӑ пулмалла. 

Алиса Александрова, Игорь Ульянов