Ялтан-яла ҫӳресе халӑха савӑнӑҫ парнелеҫҫӗ

Республикӑра автоклубсем ӗҫлеме тытӑнсан аякри ялсем те уяв шавӗпе тулма пуҫланӑ. 2023-мӗш ҫулта Чӑваш Енӗпе кустӑрма ҫинчи клуб пурӗ те 2 кӑна пулнӑ - Канаш тата Патӑрьел тӑрӑхӗсенче. "Культура малой Родины" парти проекчӗ тата регион ертӳҫи Олег Николаев ҫине тӑнипе паян весем кашни муниципалитетрах пур. Ҫак кунсенче "Автоклубсем Ҫӗнтерӳ таппинче" фестиваль вӑй илчӗ. Унпа килӗшӳллӗн вырӑнти артистсем ҫӑвӗпех аякри ялсене тухса патриотизм темипе концертсем лартӗҫ. 

Марафона пуҫласа яракансем - канашсем, каҫалсем, ҫӗрпӳсемпе сӗнтӗрвӑррисем. Шӑпах ҫак округсенчи 4 ялта пирвайхи концертсем иртрӗҫ. Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи Кивӗ Тутайкасси - пысӑках мар ял. Ытларах аслӑ ӑрурисем пурӑнаҫҫӗ кунта. Харӑсах темиҫе ушкӑн концертпа килессе пӗлсен пурте пухӑнса тухнӑ.

Пӗчӗк, аякри ялсене манманнишӗн хӗпӗртесе калаҫаҫҫӗ ял ҫыннисем.

Пӗрин хыҫҫӑн тепри сцена ҫине тухакан артистсем те, куракансем те ҫакӑн пек ӑшӑ тӗлпулусемшӗн ҫав тери тунсӑхланине палӑртаҫҫӗ. Урамра йӗркеленӗ залра пухӑннисем пӗрле юрласа чунӗсене уҫаҫҫӗ, юрӑҫ-хӑнасене алӑ ҫупса хавхалантараҫҫӗ.

Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнчи Пуснаркассинче 100 яхӑн ҫын пурӑнать, ҫуллахи вӑхӑтра йыш ӳсет. Хальхинче автоклуб меслечӗпе килнӗ концерт халӑха мӗн-пур ӗҫе пӑрахса ял варрине пухӑнма хистенӗ.

"Ҫуркуннен ҫеҫкери сассисем" концерт программипе килӗшӳллӗн сцена ҫине шкул ачисем те, аслӑраххисен ушкӑнӗсем те тухрӗҫ. Раҫҫей, ҫуралса ӳснӗ кӗтес, Ҫӗнтерӳ ҫинчен юрларӗҫ. Ку тӑрӑхра анлӑ сарӑлнӑ кӗвӗ-ҫемӗ те куракансен кӑмӑлне ҫӗклерӗ.  

Культура министерствипе республикӑри Хӗрарӑмсен Канашӗ йӗркеленӗ патриотизм фестивалӗ кустӑрма ҫинчи клуб витӗмӗпе аякра вырнаҫнӑ кашни яла ҫитес тӗллевлӗ. Сӑмах май, иртнӗ 3 ҫулта автоклубсем 900-е яхӑн яла ҫитсе 108 пин ытла ҫын валли уяв туса панӑ.

Алиса Александрова, Виктор Степанов