"Ялавсемпе гербсемсӗр пуҫне"

Ҫакӑн пек ятпа Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче анлӑ курав уҫӑлчӗ. Ӑна чӑвашсен чаплӑ художникӗ Элли Юрьев ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Зала кӗрекен малтанах Элли Михайловичӑн геральдика ӗҫӗсемпе тата патшалӑх паллисемпе паллашать. Малалла иртнӗ май куракан умне тӗрлӗрен кӗтменлӗх тухать. Экспозици йышӗнче Чӑваш поэзийӗн классикӗсен ӗҫӗсене, ҫавӑн пекех вырӑс халӑх юмахӗсемпе халапӗсене илемлетнӗ ӳкерчӗксем куҫа тыткӑнлаҫҫӗ. Тӗрлӗ сӑрӑпа тата графика мелӗпе тунӑ иллюстрацисем кӗнекене асамлӑх параҫҫӗ. Ҫут ҫанталӑка сӑнарлӑн уҫса кӑтартма пӗлнӗ вӑл. Тутлӑ ыйхӑран вӑранакан ял, тӑван тавралӑх, кунран-кун аталанса пыракан Шупашкар е ӗҫлӗ халӑхӑн паттӑрлӑхӗ, пурте ырӑ малашлӑха чӗнеҫҫӗ.

 

Алексей Енейкин, Михаил Солин