Ял пурнӑҫне хавхаланупа илем кӳреҫҫӗ

Республикӑра ҫулсерен районсенчи чи лайӑх культура учрежденийӗсене палӑртаҫҫӗ. Ҫакӑнпа пӗрлех вулавӑшсемпе музейсен тата вӗсенче тӑрӑшакансен ӗҫне хаклаҫҫӗ.

Конкурса хутшӑнакансем йышлӑ пулнӑ - пӗтӗмпе 75 заявка тӑратнӑ. "Районти чи лайӑх культура ҫурчӗ" ята Канаш тӑрӑхӗнчи тӗп учреждени тивӗҫнӗ. Вӑл районти 63 клуба пӗрлештерсе тӑрать. Ҫавӑн пекех Канаш районӗнчи пӗрлештернӗ клуб тытӑмӗнчи Любовь Никифорова методист "Культура ҫуртӗнчи чи лайӑх ӗҫлекен" ята тивӗҫнӗ. Канашсемпе пӗрлех Шӑмӑршӑ тата Патӑрьел районӗсенчи культура тытӑмӗсем чи пултаруллисен йышӗнче. Унсӑр пуҫне конкурсра ялти клубсене те палӑртнӑ. Ку ушкӑнра 8 ҫӗнтерӳҫӗ. 

 

Елена Дмитриева