Чӑрӑшкасси ялӗнчи клуба 1951-мӗш ҫулта хӑпартнӑ. Паллах, вӑхӑт иртнӗҫемӗн вӑл юхӑнма пуҫланӑ. 200 ытла ҫын пурӑнакан ялти халӑх пӗр шухӑшлӑн тӑван кӗтесе ырӑ улшӑну кӳме пикеннӗ.
Культура ҫурчӗн пӗтӗмӗшле хакӗ - 3 миллион та 400 пин тенке яхӑн. 60 проценчӗ - республика бюджетӗнчен, округпа ял халӑхӗнчен - 20-шер. Пысӑках мар ҫурт никӗсне ҫу уйӑхӗнче янӑ, уйӑхран хӑпартма пуҫланӑ. Проект тӑрӑх, клуба ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне туса пӗтермелле. Паянхи куна 95 проценчӗ хатӗр. Хӑнӑхнӑ пек кирпӗчрен мар, строительствӑра анлӑ сарӑлса пыракан материалтан ҫӗкленӗ ҫурта.
Никӗсӗнчен пуҫласа ҫутӑ, ӑшӑ кӗртсе хута яни таранах - строительсен тивӗҫӗ. 40-е яхӑн ҫын вырнаҫмалӑх зала чӑрӑшкассисем хӗпӗртесе кӗтеҫҫӗ. Сӑмах май, халӑх пуҫарӑвӗ ҫинче никӗсленнӗ программӑпа ку тӑрӑхра ҫулран-ҫул хастартарах усӑ кураҫҫӗ.
Алиса Александрова, Димитрий Макаров