Ял ҫыннисене пырса курма сад пахчинчех хӑйне евӗр курав уҫнӑ

Раҫҫей тава тивӗҫлӗ, Чӑваш халӑх художникӗ Анатолий Рыбкин сӑрӑ ӑсти тӑван ялӗнче ҫӗнӗ картинӑсем ӳкернӗ.

Анатолий Рыбкин 50 ҫула яхӑн ӗнтӗ Питӗр хулинче пурӑнать. Анчах ҫуралса ӳснӗ тавралӑх, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ваҫликасси ялӗ уншӑн - ялан хӑй патне туртса тӑракан пысӑк хӑват, тӗнче кӑвапи. Сӑрӑ ӑсти тӗнчен тахӑш кӗтесне те ҫитсе курнӑ, Раҫҫейӗн пысӑк художникӗсемпе пӗрле тӗрлӗ экспедицие ҫӳренӗ, Индие, Кубӑна, Туниса, Египета, Сирие ҫитнӗ, Европӑри ҫӗршывсенче те, Мускавпа Питӗрте те нумай курав уҫнӑ, хайлавӗсенче хӑйӗн тӗлӗнӗвне сӑнарласа куракансене тӗлӗнтернӗ. Кирек ӑҫта ҫитсен те, асри Ваҫликасси ҫыннисем, кунти тавралӑх, вӑрман, ҫырма-ҫатра, улӑх-ҫаран, ҫакӑнта иртнӗ ачалӑх ӑна яланах чунпа чӑваш пулса юлма пулӑшнӑ. 

 

Марина Карягина, Владимир Синдеев