Юлашки тапхӑрта Улькка Элмен (Ольга Куликова) кӗнеке хыҫҫӑн кӗнеке ҫырса кӑларчӗ. Унӑн калав-повӗҫне вулакансем хапӑлласа йышӑнни хавхалантарать автора. "Тӗрӗссипе, малтан ҫырнӑ калавсене вулама та хӑратӑп, намӑс" тет сӑпайлӑн Ольга Геннадьевна. Ҫыравҫӑ кӗнекесерен ӳссе пыни ҫак сӑмахсенченех палӑрать.
Ольга Геннадьевнан кӗнекине алла тытсан, вӑл пурнӑҫа, хӗрарӑм чун-чӗрине аван пӗлни сисӗнет, терӗҫ унӑн хайлавӗсене сӳтсе явакансем. Ку, паллах ӗнтӗ, вӑл тӗрлӗ ӗҫре - депутатра, предпринимательте, журналистикӑра - хӑйӗн вӑйне тӗрӗслесе курнипе те ҫыхӑннӑ. Халӗ вӑл - Раҫҫей писательсен союзӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн ертӳҫин ҫумӗ.
Кӗнекене пахалакансем ҫӗнӗ хайлавсене детектив меслечӗпе ҫырнине те мухтарӗҫ. Ку жанр чӑваш литературинче сайра тӗл пулать. Кӗнекене Ольга Иванова редакциленӗ. Вӑл та повӗҫсем вулакана туртса кӗрсе кайнине, пӗр пуҫласан вӗҫне ҫитмесӗр алран яма ҫуккине палӑртрӗ.
Улькка Элменӗн алҫырӑвӗсем тӗрлӗ ӳсӗмри ачасем валли ҫырнӑ хайлавсен конкурсӗнче пӗрре мар ҫӗнтернӗ. Вӗсен йышӗнче - "Интернетри юрату" ятли те. Республикӑри ачасемпе ҫамрӑксен библиотекинче иртнӗ хӑтлав питӗ хӗрӳ иртнӗ-мӗн. Ун хыҫҫӑн Ольга Геннадьевна ҫырма пӑрахас патнех ҫитрӗм, тет.
Нимле чӑрмава парӑнман ҫирӗп кӑмӑлне пула кӑна писатель ҫак кӗнекене ларса ҫырнӑ. Ӑна вулакансем ҫӗтӗличчен юратса вуласса шанас килет.
Марина Карягина, Вадим Владимиров








