Вулакана та, ҫыракана та мӗн пӗчӗкрен ӳстермелле

Ачасем кашни ҫул иртекен "Чӑваш кӗнеки. Пултаруллӑ ҫамрӑксем" конкурса яланах хастар хутшӑнаҫҫӗ. Кӗнеке издательстви йӗркелекен регионсем хушшинчи ӑмӑрту кӑҫал 12-мӗш хут ҫӗнтерӳҫӗсене пуҫтарчӗ. Хӑнасене редакторсемпе художниксем, типографи ӗҫченӗсем алҫыруран мӗнле кӗнеке хатӗрленине кӑтартрӗҫ. 

Ҫитӗнекен ӑрӑва кӗнекепе туслаштараймасан, пуян чун-чӗреллӗ, анлӑ тавракурӑмлӑ, тӑван чӗлхепе ирӗклӗн калаҫакан ачасем ҫитӗнтерме пулмӗ. Ҫак шухӑшпа пуҫарса янӑ та патшалӑх кӗнеке издательстви 13 ҫул каялла "Чӑваш кӗнеки: пултаруллӑ ҫамрӑксем" конкурса. 

Чыслава килнӗ пӗчӗк вулакансем - тӗрлӗ енчен палӑрнӑ ҫӗнтерӳҫӗсем. Ӑмӑртӑва 3 номинаципе ирттереҫҫӗ: "Чӑваш кӗнеке издательстви кӑларнӑ кӗнекене хаклани", "Юратнӑ кӗнеке тӑрӑх ӳкернӗ ӳкерчӗк" тата "Хам алӑпа хатӗрленӗ кӗнеке". Конкурса хатӗрленнӗ май, ачасем сӑвӑсем те вӗреннӗ - лайӑх хайлавӑн асамлӑхӗ пур: вӑл сисмесӗрех чун-чӗрепе ӑс-тӑна тыткӑнлать.

Ӑмӑрту ҫинчен республика тулашӗнче пурӑнакан чӑвашсем те пӗлеҫҫӗ. Икӗ чӗлхепе тухакан кӗнекесене пула аякри йӑхташсем те ачисене тӑван чӗлхепе кӑсӑклантарса яма пултараҫҫӗ.

Чӑвашла вулакан ачан чӑвашла хитре калаҫас, чӑвашла янкӑссӑн юрлас, чӑвашла капӑр тумланас килет пулас: ҫакна эпир ачасем хӑйсене мӗнле тытнинчен куратпӑр. 

5 ҫул каялла йӗркелӳҫӗсем конкурса ҫӗнӗлӗх кӗртнӗ: ӑмӑртӑва ҫитӗннисем те хутшӑнма пултараҫҫӗ. Вӗсен Чӑваш кӗнеке издательствинче тухнӑ пӗр-пӗр кӗнекене тӗплӗн вуласа тишкермелле, хак памалла. 

Ҫӗнтерӳҫӗсем, ҫулӗ инҫе пулнипе, Шупашкара пурте ҫитеймен. Тутарстанра пурӑнакан Юлиана Казакова вара амӑшӗпе пӗрле Чӑваш ҫӗрне килсе курасах тенӗ. Ҫӗпрел тӑрӑхӗнчи ачасем чӑваш чӗлхипе те экзамен тытаҫҫӗ иккен, Хусан ирттерекен ӑмӑртусенче тӑван халӑх культурипе историне пӗлнине кӑтартаҫҫӗ.

Вулакана та, ҫыракана та мӗн пӗчӗкрен хамӑрӑнах ӳстермелле - ҫапла шутлаҫҫӗ кӗнеке издательствин ӗҫченӗсем. Вӗсен пуҫарӑвне ашшӗ-амӑшӗпе вӗрентекенсем хапӑллани ачасене хӑпартлантарать, илемлӗ кӗнекесене вара алран ями вулас, унти сӑнарсемпе пӗрле тӗнче вӑрттӑнлӑхӗсене уҫас килет.

Марина Карягина, Игорь Ульянов