Волгоградра Пӗтӗм Тӗнчери "Вечный огонь" фестивале пӗтӗмлетнӗ

10-мӗш хут иртекен конкурса Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитнине халалланӑ. Пандемие пула вӑл онлайн йӗркепе иртнӗ. 200 ытла ӗҫрен тӳресем пирӗн ӗҫтешӗн фильмне уйрӑммӑн палӑртнӑ. Марина Карягинан "О чем молчат куклы деда Тероша" ӗҫӗ 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ.

Пуканесем ӑсталама Терентий Дверенин 85 ҫулта чухне пуҫланӑ. Фильмри тӗп сӑнара калаҫтарса яма ҫӑмӑлах пулманнине калать автор. Апла пулин те 11 ҫулта самай паха материал пуҫтарма май килнӗ. Пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ шӑпах ҫак хушӑра халӑх ӑстин маҫтӑрлӑхне сӑнаса киноочеркӑн 3 пайне ӳкернӗ. Кӑҫал Терентий Дверенин 101 ҫул тултарас чухне пурнӑҫран уйрӑлчӗ. Терентий Парамонович кун-ҫулӗ тӗрлӗрен пулнӑ - вӑрҫӑ вучӗ витӗр тухса Берлина ҫитнӗ, чунӗпе яланах тӑван ял пуласлӑхӗшӗн ҫуннӑ. Фильмра та вӑл хӑйӗн ыратӑвӗ пирки калаҫать. Ҫавӑнпа та режиссер тӑван халӑх, чӑваш ҫыннисем пирки ӳкернӗ ӗҫсем тӗрлӗ шайра палӑрнишӗн хӗпӗртет. "Хамӑр пирки ҫӗршыв, тӗнче ҫыннисене каласа пани паха", - тет вӑл.

 

Алиса Александрова, Вероника Павлова, Семен Антонов