Андрей Эшпай пултарулӑх еткерӗ пуян. Вӑл 9 симфони, балет, оперетта, концертсен, 100 ытла юрӑпа романс авторӗ. Унӑн чи паллӑ хайлавӗсемпе "Волга Опера" театра пухӑннисене Юрий Башмет ертсе пыракан патшалӑх симфони оркестрӗ паллаштарчӗ. Тӗнче шайӗнчи ят-сума ҫӗнсе илнӗ музыканта куракансем тӑвӑллӑн алӑ ҫупса кӗтсе илчӗҫ.
Концертра пурте пӗлекен, юратакан юрӑсем янӑрарӗҫ. Андрей Эшпай 60 ытла кинофильм валли кӗвӗ ҫырнӑ. Сӑмахран, "А снег идёт" юрра куракансем пӗрремӗш хут 1961-мӗш ҫулта тухнӑ "Карьера Димы Горина" фильмра илтме пултарнӑ.
Оркестр чуна пырса тивекен "Серёжка с Малой Бронной", "Два берега", "Песня о Родине" юрӑсене те шӑрантарчӗ. Андрей Эшпай 1987-мӗш ҫулта ятарласа Юрий Башмет валли ҫырнӑ альтпа оркестр концерчӗ те янӑрарӗ сцена ҫинчен. - Ку маншӑн дебют пулчӗ, унччен эпӗ ҫак концерта музыкант пулнӑ пулсан, хальхинче - дирижёр, - терӗ Юрий Абрамович. Эшпай юррисем паянхи кун та янӑранӑшӑн, унӑн ятне тӑван тӑрӑхра манманшӑн савӑннине пӗлтерчӗ маэстро. Музыка еткерне упраса хӑварас ыйтӑва вӑл композитор ывӑлӗпе Андрей Андреевичпа пӗрле республика ертӳҫипе Олег Николаевпа сӳтсе яврӗ. Андрей Эшпай Козьмодемьянск хулинче ҫуралса ӳснӗ пулин те, пурнӑҫӗ унӑн Чӑваш Енпе тачӑ ҫыхӑннӑ. Вӑрҫӑ пуҫлансан вӑл Сӗнтӗрвӑррине амӑшӗн пиччӗшӗ - Анатолий Тогаев композитор патне куҫса килнӗ. Вӗсем пурӑннӑ ҫурта регион шайӗнчи культура еткерӗн палӑкӗ тесе йышӑннӑ. Ӑна тӗпрен ҫӗнетсе унта Музыка музейӗ уҫма палӑртнӑ. Юсав ӗҫне пуҫӑннӑ, ӑна ҫитес ҫул уҫма хатӗрленнине пӗлтерчӗ хӑнасене Олег Николаев.
Екатерина Фомина, Дарья Паскарюк, Святослав Петров