"Вирьял шевлисем" фестиваль-конкурса кӑҫал инҫет мелпе ирттереҫҫӗ

Кашни ҫулах вӑл ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче пулаканчӗ. Кӑҫал та иртет, анчах та коронавируса пула юрӑ уявне онлайн йӗркелеҫҫӗ.

1995-мӗш ҫулта район шайӗнче йӗркеленнӗ фестивале республика тулашӗнче те пӗлеҫҫӗ. Тутарстан, Пушкӑрт, Мари республикисенчен, Эстонирен, Чӗмпӗр, Самар облаҫӗсенчен, Мускавран артистсем пӗрре мар хутшӑннӑ. Кӑҫал та вӑл куракансене савӑнтарасса шанаҫҫӗ йӗркелекенсем. Конкурса ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшчен видеоматериалсене йышӑнаҫҫӗ. 

 

Н. Александрова