Вӗсем те Ҫӗнтерӗве ҫывхартнӑ

Оперӑпа балет театрӗнче Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккине тунисен паттӑрлӑхне халалланӑ концерт пулчӗ. Ӑна Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли хатӗрленӗ.

Сцена ҫинче мӗн пулса иртни кашнин чӗрине пӑлхантарчӗ темелле. Тӗнче тата вырӑс классикӗсен, сумлӑ чӑваш композиторӗсен произведенийӗсем пӗр мӑнаҫлантарчӗҫ, тепре шухӑша ячӗҫ. Экран ҫинче кӑтартакан архиври видеосем калама ҫук нушаллӑ вӑхӑт авӑрне путма пулӑшрӗҫ. Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хӑйӗн сӑмахӗнче хӳтӗлев чиккине тунӑ ҫӗрте ырми-канми тӑрӑшнисем Ҫӗнтерӗве ҫывхартма пулӑшнине каларӗ. Республикӑри 200 пине яхӑн ҫын тӑшмана ҫӗршыва шалалла тапӑнса кӗме парас мар тесе хӑйсене шеллемесӗр вӑй хунӑ. Нумайӑшӗ ҫавӑнта сывлӑхне ҫухатнӑ. Пурӗ 380 ҫухрӑм ҫӗр чавнӑ, 5 миллион кубла метр тӑпра куҫарнӑ. 

 

Надежда Александрова, Виктор Степанов