Николай Лобачевский музейӗ - шкул ачисемшӗн те, туристсемшӗн те илӗртӳллӗ вырӑн. Тӗнчипе паллӑ математик ҫак ҫуртра 1848-1856-мӗш ҫулсенче ҫулласерен килсе пурӑннӑ, Хусанти Император Университечӗн студенчӗсемпе ӑсчахӗсене те хӑнана илсе килнӗ. 30 ҫул каялла уҫнӑ музей-ҫурта аталантарма кӑҫал "Культура" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ.
Чи малтанах музея ҫутӑдиод экранӗпе информаци киоскӗсем кӳрсе килнӗ. Хальччен ачасене тӗрлӗ пуҫватмӑшсемпе ребуссене сӑмах вӗҫҫӗн ӑнлантарса панӑ пулсан, малашне тӗрлӗ задачӑсене пысӑк экран ҫинче курса шутлама меллӗ пулать.
Интерактивлӑ меслет ӗлӗкхипе хальхине пӗрлештерме май парать. Киввин пахалӑхне ҫӗнетет, хальхине илӗртӳллӗ тӑвать. Музея ҫӳрекенсем валли виртуаллӑ ҫулҫӳрев ирттереҫҫӗ, ачасем ӑсталӑх сехечӗсене хутшӑнма, кӗсье телефонӗ тытнӑ, 21-мӗш ӗмӗртилле тумланнӑ Лобачевскипе сӑн ӳкерттерме пултараҫҫӗ. Музей-ҫуртра яланах ҫын йышлӑ: ватти-вӗтти тӗрлӗ тематика каҫне пуҫтарӑнать, хисеплӗ ватӑсене, ветерансене чыслаҫҫӗ.
Музей ҫитес вӑхӑтра ҫӗнӗ сӗтел-пукан кӗтет. Планра - экспозици ҫӗнетесси. Марина Солдатихина музей пуҫлӑхӗ: "Пирӗн ачасем математикӑна юратма хӑнӑхчӑр, пирӗн пата ҫӳреччӗр, Николай Лобачевскин кун-ҫулӗпе кӑсӑкланччӑр" тет. Дизайн проекчӗ хатӗр: ун тӑрӑх кунта математика енӗпе вӗренӳпе культура центрӗ пулмалла.
Марина Карягина, Святослав Петров