Вӗренекенсен сцена ӑсталӑхӗн "Асам" фестивалӗн республикӑри тапхӑрӗ малалла пырать

Чӑваш патшалӑх Пукане театрӗнче Улатӑр тӑрӑхӗнчи Чуварлейри вӑтам шкулти ҫамрӑк артистсем хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарчӗҫ. 

Шкулти театр кружокне ҫӳрекен ачасем тӳресем умне пурте мӗн пӗчӗкрен пӗлекен "Кашкӑрпа ҫичӗ качака путекки" вырӑс халӑх юмахне кӑларчӗҫ. Ҫамрӑк артистсем юрларӗҫ те, ташларӗҫ те, декорацисене те улӑштарчӗҫ. Сӑнарсене чӑн-чӑн артистсенчен кая мар калӑпларӗҫ.

Ку юмах куракансене ҫӑткӑн пулмалла маррине, атте-анне сӑмахне итлемеллине вӗрентет тата ырӑ яланах усала ҫӗнтернине ӗнентерет. Вӗренекенсен пултарулӑхне сумлӑ тӳресем хакларӗҫ. 

Фестивалӗн республикӑри тапхӑрӗ вӗҫлениччен вӑхӑт нумаях юлмарӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене вара раштав уйӑхӗнче палӑртӗҫ. Пурте мала тухаймасан та, ҫакӑн йышши пӗлтерӗшлӗ конкурса хутшӑнни ачасен асӑнчӗ яланлӑхах тӑрса юлӗ. 

Ыран вара Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн сцени ҫинче Пӑрачкавпа Элӗк тӑрӑхӗсенче мала тухнӑ шкул театрӗсем спектакльсем кӑтартӗҫ. 

Оксана Верликова, Виктор Степанов