Вӗренекенӗ тупӑннишӗн телейлӗ

Виктор Чернов маҫтӑр - чӑваш ӳнерӗнче паллӑ ҫын: йывӑҫран тӗрлӗ кӳлепе касса кӑларма та ӑста педагог чӑваш халӑх музыка инструменчӗсем хатӗрлесе ят илнӗ. Сакӑр теҫетке урлӑ каҫнӑ Виктор Семёновича хӑй хыҫҫӑн вӗренекен хӑварайманни канӑҫсӑрлантарнӑ. Нумай пулмасть маҫтӑр пире савӑнӑҫлӑ хыпар пӗлтерчӗ, пултарулӑх ушкӑнне хӑнана йыхравларӗ.

Виктор Чернов маҫтӑр пуҫӗ ҫине ватлӑхра телей персе аннӑ: вӑл ӗмӗр тӑршшӗпе ӑсталанӑ чӑваш халӑх музыка инструменчӗсене калаҫтарса яма пултаракан ҫамрӑк мусӑкҫӑ тупӑннӑ. Ку анчах та мар, Даниил Данилов унӑн ӗҫне малалла тӑсас кӑмӑллӑ. Халӗ ӑста ҫамрӑк тусне кашнинчех куҫ пек кӗтет. 

Чӑннипех тӗлӗнмелле: Виктор Чернов ҫур ӗмӗр ытла хӑй ӑсталанӑ чӑваш халӑх музыка инструменчӗсем калама юрӑхсӑр, илемӗпе хурӑмӗшӗн ҫеҫ е ачапча тетти кӑна тесе пурӑннӑ. Ӑна, музыка пӗлӗвӗ ҫук тесе, тӗпчевҫӗсем ҫапла ӗнентернӗ имӗш. Даниил тупӑнман пулсан, вӑл малашне те ҫаплах шутланӑ пулӗччӗ. 

Даниил Шупашкарти Фёдор Павлов ячӗллӗ музыка училищинче фольклор уйрӑмӗнче вӗренет. Трак Ен каччин чӑваш халӑх инструменчӗсем ӑсталама вӗренес килсе кайнӑ та, вӑл тивӗҫлӗ канӑва тухнӑранпа ялта пурӑнакан Виктор Чернова шыраса тупнӑ. Маҫтӑр килӗнчи пуянлӑха - хӗлӗхлӗ, вӗркӗчлӗ, ҫурхахлӑ, ҫапса, вӗрсе каламалли тата ытти тӗрлӗ инструментсене - курсан, ҫамрӑк музыкант тӗлӗнсех кайнӑ. Ӗнерсе пӑхнӑ та, хӗлӗхсем чиперех янӑраҫҫӗ иккен.

Виктор Чернов 8 ҫул каялла Чӑваш кӗнеке издательствинче чӑваш наци музыка инструменчӗсемпе туллин паллаштаракан кӗнеке кӑларнӑччӗ. Унта вӑл яш-кӗрӗм хушшинче тӑван халӑхӑн ҫак туприне упракансем, ӑсталакансем тупӑнасса шаннине палӑртнӑччӗ. Апла кӗтни тӳрре тухрӗ. Ашмарин словарӗнче, тӗслӗхрен, 150 ытла музыка инструменчӗн чӑвашла ячӗ сыхланса юлнӑ. Пирӗн вӗрсе каламалли инструментсем ӑсталакансем пур-ха, кӗсле, сӗрме купӑс, тӑмра йышшисене хатӗрлекенсем юлмарӗҫ. Даниила шӑпах хӗлӗхлисем интереслентереҫҫӗ. Вӑл хальлӗхе сӗрме купӑс калама пӗлменшӗн ӳкӗнет. Тренчӗлпе кӗсле енне те туртӑмӗ пысӑк, хӑй те пӗччен аппалансах тӑмрапа кӗсле самай ӑсталаса ӗлкӗрнӗ-мӗн. 

Аслипе кӗҫӗннин сӑмах пырать: вӗсен пӗрле сӳтсе явмалли темӗн чухлех. Сӑмахран, мӗнле йывӑҫран ӑсталасан инструментӑн янӑравлӑхӗ ӳсет, Виктор Семёнович хӑйӗннисене чӑрӑшран, хыртан хатӗрленӗ, Даниил вара чи янӑрав кӳрекен чи паха йывӑҫ Кавказ кедрӗпе чӑрӑшӗ иккенне вуласа пӗлнӗ. Хӗлӗхсене ӗлӗк чӗлсе типӗтнӗ выльӑх пыршинчен тунӑ. Ӗҫ ӑслайӗнче вӑрттӑнлӑхӗ темӗн чухлех: лӑсӑллӑ йывӑҫсенче сухӑрӗ мӗн чухлӗ пулни те пӗлтерӗшлӗ, тет Виктор Семёнович. Даниилӑн вара кашни хатӗре тытса чун парас килет.

Даниил хурӑнташлӑ халӑхсен музыка ӳнерӗпе те интересленет. Карланкӑпа юрлакан тӗрӗксен уйрӑмлӑхӗсене те тӗпчесе пӗлнӗ вӑл. Вӗсем пек юрлама та пултарать. Пире Алтайра пурӑнакан йӑхташсен юррине итлеттерчӗ.

Виктор Семёнович 84 ҫулта пырать, йывӑҫ каскалама пӑрахнӑ ӗнтӗ. Мӗн пуррине салатса пӗтермесӗр упрасси те - яваплӑ ӗҫ. Хушӑран туянас кӑмӑллисем те тупӑнаҫҫӗ те - маҫтӑр яхӑнне те ямасть.

 

Марина Карягина, Виктор Степанов