Вера Кузьмина ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ ятпа пултарулӑх каҫӗ иртрӗ

Чӑваш театрӗн чи ҫутӑ ҫӑлтӑрӗсенчен пӗри, "Ылтӑн маска" Раҫҫей премийӗн лауреачӗ, СССР халӑх артисчӗ Вера Кузьмина ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ ятпа пултарулӑх каҫӗ иртрӗ. Чӑваш патшалӑх академи драма театрне сцена ӳнерне юратакансемпе артистӑн ҫывӑх ҫыннисем пуҫтарӑнчӗҫ. 

Театр ҫуртне пырса кӗрсенех Вера Кузьминична пире яланхилле хӑй кӗтсе илнӗн туйӑнчӗ: фойере - унӑн пурнӑҫӗпе, пултарулӑхӗпе паллаштаракан фотокурав, экрансем ҫинче ӑна халалласа ӳкернӗ фильм пырать. 74 ҫул пысӑк сцена ҫинчен анман артист куракан умне 150 яхӑн рольпе тухнӑ. "Мана ҫав шутран 60 ҫулне унпа пӗрле ӗҫлеме телей пӳрнӗ", - тет пирӗн тепӗр СССР халӑх артисчӗ - Валерий Яковлев. Раҫҫей, тӗнче классики-и е чӑваш ҫыравҫисен хайлавӗсем тӑрӑх лартнӑ спектакль - Вера Кузьмина калӑпланӑ сӑнарсем яланах самана уйрӑмлӑхне кӑтартса этемӗн шӑпи ҫинчен тарӑн шухӑша яратчӗҫ.

Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ӗмӗрне сцена ҫинче ирттернӗ Вера Кузьмина, миллионшар куракан чӗринче ҫутӑ шухӑш ҫуратса, кӗҫӗн ӑрурисемшӗн ӑслӑ вӗрентекен пулса, пире валли пысӑк еткер хӑварнине палӑртрӗ, "Эпӗ, Вера Кузьминична пекех, хам чӑваш пулнишӗн мӑнаҫланатӑп" терӗ. Революци хыҫҫӑн ҫут тӗнчене килсе Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи тухнӑ тӗле ӳссе ҫитнӗ хӗр Мускава театр институтне вӗренме кӗни, бомбӑсем айӗнче пӗлӳ енне ӑнтӑлни - хӑйех тӗлӗнтермӗш.

ГИТИС-ра вӗреннӗ чухне пулас артистсем патне вӑрҫӑра аманнӑ Петӗр Хусанкай килет. Икӗ чӗре пӗр-пӗрин валли ҫут тӗнчене килнине ӑнланса илет. "Пурнӑҫӑмри чи телейлӗ тапхӑр" тет кайран аслӑ поэтпа ҫемьеленсе пурӑннӑ вӑхӑт пирки Вера Кузьминична. Петӗр Хусанкай юратнӑ мӑшӑрне халалланӑ сӑвӑсем - ылтӑн йӗркесем.

Чӑваш драматургӗсен хайлавӗсене илес пулсан, иртнӗ ӗмӗрте лартнӑ "Хура ҫӑкӑрти", "Айтарти", "Тутимӗрти", "Ҫӗпӗр дивизийӗнчи", "Кай, кай Иванари" Вера Кузьмина хатӗрленӗ сӑнарсем хальчченех халӑх асӗнче. "Юнлӑ туй" трагедире Амӑшӗн чун-чӗрине хӑватлӑ та ӗнентерӳллӗ кӑтартнӑ хыҫҫӑн ӑна ҫӗршыв ертӳҫисем "СССР халӑх артисчӗ" хисеплӗ ят памасӑр пултарайман. Юлашки 30 ҫула илес пулсан, Вера Кузьмина Борис Чиндыков пьесипе Валерий Яковлев лартнӑ "Ҫатан карта ҫинчи хура хӑмла ҫырли" тата Иван Иванов лартнӑ "Хура чӗкеҫ" спектакльсенче выляса театр ӳнерӗнче манӑҫми йӗр хӑварчӗ.

Артистсемпе режиссёрсем кӑна мар, сцена хыҫӗнчи ӗҫтешӗсем те, ытти пӗлӗшӗсемпе ахаль куракансем те Вера Кузьминичнӑн ҫынлӑхне, кашни самантра чӗрене пыракан сӑмах каласа пулӑшма хатӗр пулнине палӑртаҫҫӗ. Ӳркев мӗнне пӗлмен ӗҫчен хӗрарӑм ҫулӗсене пӑхмасӑр пуйӑспа та автобуспа гастроле, инҫетри тӗлпулусене, фестивале тухса ҫӳретчӗ, "Мӗн е темрен те ытла юрататӑр?" тесе ыйтсан, кӗскен "Йӗлтӗр, мунча, вӑрман" тетчӗ.

Вера Кузьмина ячӗ ҫӗршыври наци театрӗсене пӗрлештерет. Асӑну каҫӗ те Раҫҫейре пурӑнакан тӗрлӗ халӑхсен туслӑх ташшипе вӗҫленчӗ.

Марина Карягина, Димитрий Макаров