Ку сӑнарсене ача сатне ҫӳрекенсем лайӑх пӗлеҫҫӗ, анчах та кун пек лару-тӑрура вӗсене халиччен курман. Юмах тӗнчи ӑпӑр-тапӑр ӑшне путнӑ - пластмасс савӑт-сапа унта та кунта сапаланса выртать. Алиса ҫӳп-ҫапран хӑтарма хирӗҫ мар, анчах та пӗччен ҫак ӗҫе тума йывӑр. Пӗчӗк куракансем юратнӑ сӑнарсене хаваспах пулӑшма килӗшрӗш.
Ҫӗнӗ Шупашкарти 49-мӗш ача сатӗнче пилӗк ҫул ытла ҫӳп-ҫап тирпейлессипе хастар ӗҫлеҫҫӗ. Кунта "Добрые крышечки" проект ӑнӑҫлӑ аталанать. Ку вӗренӳ учрежденийӗ хулара чи малтисен йышӗнче усӑллӑ ӗҫе пуҫӑннӑ. Ҫавӑнпа спектакль куракансем те пушӑлла мар - пластик кӗленчесем, хупӑльчасем илсе килнӗ. Вӗсем - билет вырӑнне.
Сӑмах май, "Алиса в стране пластика" спектакль диплом ӗҫӗнчен пуҫланнӑ. Пулас режиссер Алена Ильгачёва экологипе ҫыхӑннӑ вӑйӑ йӗркелеме шутланӑ. Юмах сӑнарӗсене ҫак ӗҫе явӑҫтарнӑ. Вӗрентекенсем ҫеҫ мар, хула ҫыннисем те проекта пысӑк хак панӑ. "Дождь" мим-театрпа "Ван Гоги" ача-пӑча студийӗ хӑйсен пулӑшӑвне сӗннӗ. Спектакль - президент гранчӗсен фончӗн ҫӗнтерӳҫи. Ӑна лартма 500 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Пулӑшу вырӑнлӑ пулнӑ - тум-тир ҫӗленӗ, реквизит хатӗрленӗ тата транспортпа ҫыхӑннӑ тӑкаксене саплаштарнӑ. Пурӗ хастарсем 30 ытла хут тӗп хулари тата Ҫӗнӗ Шупашкарти ача сачӗсенче пулнӑ. Малашне шкул ачисене те усӑллӑ ӗҫе явӑҫтарасшӑн. Аслисене хӑнӑхтарма йывӑр, ҫавӑнпа та ҫитӗнекен ӑру ҫине шанӑҫ, теҫҫӗ. Проекта хамӑр республикӑра ҫеҫ мар, ытти регионсене те сӗнсе пӑхасшӑн йӗркелӳҫӗсем.
Вероника Павлова, Михаил Солин