Вӑтам ӗмӗрсен тӗнчипех паллӑ поэчӗ Низами Гянджеви ҫуралнӑранпа кӑҫал 883 ҫул пулать

Ун ячӗпе Шупашкарта палӑк лартнӑранпа вара 20 ҫул ҫитрӗ. Ҫак кун Чӑваш Енре пурӑнакан Азербайджан ҫыннисем хӑйсен халӑхӗн аслӑ поэчӗ умне пуҫ тайма пухӑнчӗҫ.

Низами сӑввисем тӗнчен тӗрлӗ чӗлхипе янӑраҫҫӗ. Вӑл шутра чӑвашла та. Ҫапла, Азербайджан ҫыннисем пирӗн халӑха  хисеп тунине кӑтартаҫҫӗ. Пур халӑхпа та килӗшӳре пурӑнма вӗсене Низами хӑй пиллесе хӑварнӑ.  Авалхи поэт ячӗпе Шупашкарта 1955-мӗш ҫултанпа урам хисепленет. 2004-мӗш ҫулта унта Низамине асӑнса ҫак палӑка вырнаҫтарнӑ. Ку ӗҫре - Чӑвашпа Азербайджан халӑхӗсен туслӑхӗн пӗрлешӗвӗ тӑрӑшнӑ. Унӑн ертӳҫи Агил Алиев ҫак пӗрлешӗве 26 ҫул ертсе пырать. Аслӑ шухӑшлавҫӑ умне чечексем хума вӑл кунта кашни ҫулах юлташӗсемпе пӗрле пухӑнать.

Алексей Енейкин