Низами сӑввисем тӗнчен тӗрлӗ чӗлхипе янӑраҫҫӗ. Вӑл шутра чӑвашла та. Ҫапла, Азербайджан ҫыннисем пирӗн халӑха хисеп тунине кӑтартаҫҫӗ. Пур халӑхпа та килӗшӳре пурӑнма вӗсене Низами хӑй пиллесе хӑварнӑ. Авалхи поэт ячӗпе Шупашкарта 1955-мӗш ҫултанпа урам хисепленет. 2004-мӗш ҫулта унта Низамине асӑнса ҫак палӑка вырнаҫтарнӑ. Ку ӗҫре - Чӑвашпа Азербайджан халӑхӗсен туслӑхӗн пӗрлешӗвӗ тӑрӑшнӑ. Унӑн ертӳҫи Агил Алиев ҫак пӗрлешӗве 26 ҫул ертсе пырать. Аслӑ шухӑшлавҫӑ умне чечексем хума вӑл кунта кашни ҫулах юлташӗсемпе пӗрле пухӑнать.
Алексей Енейкин