Галинӑн Иосифпа Владик ывӑлӗсем Шупашкарта вӗренеҫҫӗ. Канмалли кунсенче кӑна ҫемье пӗрле пуҫтарӑнать. Хӗрарӑм ал ӗҫӗсӗр пӗр кун та ирттермест. Тӗрлени ӑна хӑй вӑхӑтӗнче пусӑрӑнчӑк кӑмӑла парӑнтарма пулӑшнӑ. Пир ҫинче чечексем калӑплани йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме хавхалантарнӑ. Галина Патӑрьел тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ. 12 ҫул каялла упӑшки эрех-сӑрапа айкашма тытӑнсан ӑна, ывӑлӗсене час-часах кӳрентернӗ. Хӗрарӑм ачисене ҫавӑтса килӗнчен тухса кайнӑ. Хӑйӗнпе пӗрле нимӗн те илмен.
Алена Артемкина, Владимир Синдеев