Вӑрмар тӑрӑхӗнчи Ямпай ялӗнче ҫӗнӗ Культура ҫурчӗ уҫӑлчӗ  

Ямпай ҫыннисем 2015 ҫулта клубсӑр юлнӑ. Юрра-ташша кӑмӑллакан халӑх ялта культура вучахне чӗртсе тӑратас шанӑҫпа Республика Пуҫлӑхӗнчен те пулӑшу ыйтнӑ. Кӗтни ахаль пулман. Ямпайра ҫӗнӗ клуб алӑкӗ уҫӑлчӗ. 

Ямпайра пурӑнакансен пултарулӑхне аталантарма халӗ майсем ҫителӗклӗ. Ҫутӑ, ӑшӑ, хӑтлӑ клуб пирки вӗсем тахҫантанпах ӗмӗтленсе пурӑннӑ. Кивӗ ҫурта юхӑннине пула хупма тивнӗ. Ҫӗннине иртнӗ ҫулхи кӗркунне тума пуҫланӑ. Кермене строительсем часах хӑпартнӑ, хӑтлӑх кӳнӗ. Ӑна уҫма Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫитрӗ. Вӑл ҫавӑн пекех Элӗк, Ҫӗрпӳ тата Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсене автоклубсен уҫҫисене пачӗ. Хальччен ҫакӑн йышши урапа ҫинчи культура центрӗсем Патӑрьелпе Канаш муниципалитечӗсен ҫеҫ пулнӑ. Автобуса концерт, уяв ирттерме кирлӗ хатӗрсемпе йӑлтах тивӗҫтернӗ. 

 

Оксана Верликова, Вадим Владимиров