Пин ытла ҫын пурӑнакан Пинер ял тӑрӑхӗшӗн чылайранпах кӗтнӗ савӑнӑҫлӑ самант ҫывхарса пырать. Кунти РСФСР тата Чӑваш АССРӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Аркадий Казанов ячӗпе хисепленекен культура ҫуртне тӗпрен юсаҫҫӗ. Республика программипе усӑ курса клуба ҫӗнетме 11 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ. Ҫавна май ӗҫсем утӑ уйӑхӗнче пуҫланнӑ. Паянхи куна ӑстасем сценӑпа зал урайне улӑштарнӑ. Ытти пӳлӗмсенчи тата ҫуртӑн тул енчи вак-тӗвек ӗҫсене тӑваҫҫӗ. Ҫавах та, ӗҫсем графикрен юлса пыраҫҫӗ. Хальлӗхе палӑртнине 20 процентне те тӑвайман-ха. Ҫанталӑк вара майпен хӗл еннелле сулӑнса пырать. Ҫавӑнпа та пӗр тӑхтамасӑр ҫуртри ӑшӑ тытӑмне улӑштармалла. Унтан васкавлӑн ытти ӗҫе пикенмелле.
Кивӗ Вӑрмар ялӗнче вара кӑҫал ҫӗнӗ культура керменӗ уҫма палӑртаҫҫӗ. Кунта Пинерти пекех 150 вырӑнлӑ хӑтлӑ зал пулать. Курса ларакансене меллӗ пултӑр тесе урайне чалӑштарса, хыҫал енне ҫӗклесе тӑваҫҫӗ. Хальхи вӑхӑта палӑртнӑ ӗҫсен 93 процентне пурнӑҫланӑ.
Вӑрмарти тӗп вулавӑшра та юсав пырать. Кунта Федераци пулӑшӑвӗн тӳпине палӑртмалла. Унпа усӑ курса вӑрмарсем поселокра тӗслӗхлӗ библиотека уҫасшӑн. Хальлӗхе ҫуртра ӗҫ вӗрет. Реконструкци ҫитес ҫул вӗҫленмелле. Раҫҫей сенаторӗ Николай Владимиров кунти Герман Егоров ячӗллӗ вӑтам шкулта вӗреннӗ паттӑрсен аллейипе те паллашрӗ. Ӑна вӑрмарсем халӑх пуҫарӑвне пурнӑҫа кӗртме пулӑшакан программӑна хутшӑнса пӗлтӗр тунӑ.
Паттӑрсен тӗслӗхӗпе ҫирӗпленсе кунта пулас хӳтӗлевҫӗсем ӳсеҫҫӗ. Николай Владимиров ҫамрӑк самбистсемпе тӗл пулчӗ. Вӗсен ӑсталӑхӗпе паллашнӑ май ҫак ӗҫре тӑрӑшакансене тав хучӗсем парса чысларӗ. Ҫитес вӑхӑтра спорт залне ҫӗнӗ кавир парнелеме шантарчӗ.
Алексей Енейкин, Виктор Степанов