Вӑл тӗнче илемне пир ҫине куҫарать

Шупашкарти ӳнер училищинче ЧР тава тивӗҫлӗ художникӗн Андрей Анохинӑн куравӗ уҫӑлчӗ. Ӑна сӑрӑ ӑсти 65 ҫул тултарнине халалланӑ.

Унӑн ӳкерчӗкӗсем кураканӑн чунне савӑнӑҫпа тултарса ырӑлӑха шанса пурӑнма хавхалану параҫҫӗ. Портрет, пейзаж, натюрморт е сӑнарлӑ композици - кашни ӗҫрех ӳнерҫӗн кӑмӑлӗ палӑрать. Андрей Анохин Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ. Шкул хыҫҫӑн ӳнер училищипе педуниверситетра художник ӑсталӑхне алла илнӗ. Пултарулӑхне тӑван тавралӑхпа кулленхи пурнӑҫ илемӗн шыравӗнче туптанӑ. Халӑх асӗнче юлмалли чылай курӑмлӑ картина калӑпланӑ. Ӳнер ӗҫӗнче вӑл 30 ҫул ытла. 

Алексей Енейкин, Александр Герасимов